Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Саврӑш-паттӑр (Кӗмел Кӗпер)

Саврӑш-паттӑр чӑн пулнӑ чӑваш ҫарпуҫӗ. Унӑн вилтӑпри халӗ те пур. Аксу таврашӗнчен инҫе мар, халӗ Саврӑш ятлӑ юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче. Юханшывӗ вӑл авалтан пуҫласа паян кунчченех ун ятне упрать.
И.В.Васильев 1911 ҫулта ҫырса илнӗ авалхи преданирен
.


Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑйне элтепер тесе калать, пӗтӗм патшалӑх ӗҫне Ылттӑнпик ячӗпе мар, хӑй ячӗпе туса пыма тытӑннӑ тенине илтсен, чи малтанах Саврӑш-паттӑр ӗненмерӗ. Анчах тепӗр кунне кермен умӗнчи лапра хӑй хӑлхипе хӑй тӗлӗнтермӗш илтрӗ.
Эктӗл1 сассине илтсе, вӑл, хула урамӗпе пыраканскер, кермен умӗнчи лапа васкарӗ. Акӑ, эктӗлҫӗ патшан ҫӗнӗ хутайне пӗлтерессине каларӗ:
— Паян пирӗн ҫӗнӗ элтепер Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑйӗн ҫӗнӗ хутайне пӗтӗм халӑха пӗлтерет, — янӑрарӗ эктӗлҫӗ сасси аслӑ лапра.
Хутай — патша ҫырнӑ хут, ӑна никам та хирӗҫлеме хӑймалла мар. Чӑнах та, эктӗлҫӗ хыҫӗнче тӑракан вӑрӑм сухаллӑ ҫын, аллинчи пысӑк хут тӗркемне уҫрӗ те, вулама тытӑнче.
— "Эпӗ, Парӑҫ-Пӑрӑнтай, пӑлхар патшалӑхӗн ҫӗнӗ элтеперӗ, паянтан пуҫласа монголсене хурласа калаҫма, монголсенчен кулса калаҫма тата монголсем ҫинчен экиетсем юрлама чаратӑп..."

Ку хыпар монголсемые ҫапӑҫса юн такнӑ ҫарпуҫне питӗ тӗлӗнтерчӗ. Ара, мӗнле ҫӗнӗ элтепер? Ку мӗн, Ылттӑнпик патшана шута хуманни-и?.. Мӗншӗн тата монголсем ҫинчен экиетсем юрлама та, монголсене хурласа калаҫма та, монголсенчен кулма та юрамасть-ха? Е пӑлхарсем монголсемпе ҫапӑҫман-и? Е вӗсене ҫапӑҫу хирӗнче тыта-тыта лӑскаман-и?.. Тӗлӗннипе йӑванса кайӑн ҫав. Аптранӑ енне вара Саврӑш-паттӑр хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен мансах ҫакӑн пирки Парӑҫ-Пӑрӑнтайпа хӑйпе калаҫса пӑхас терӗ.
Анчах керменпе юнашар ҫурта, Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫуртне, ӑна кӗртмерӗҫ:
— Пирӗн ҫӗнӗ элтепер пушӑ мар, — терӗҫ хуралта тӑракан теккерсем. — Вӑл аякран килнӗ хӑнасемпе калаҫать.
— Ӑҫтан аякран? — пӗлесшӗн пулчӗ Саврӑш-паттӑр.
Панчӑк хулинчен килнӗ кӑпчаксем, — хуравларӗ ертелей. Саврӑш-паттӑра ку та тӗлӗнтерчӗ. Ылттӑнпик патша, хӑй хулара чухне, аякран килнӗ хӑнасемпе калаҫнӑ чухне, нихӑҫан та питӗрӗнсе ларман, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене яланах вӗсемпе паллаштарма тӑрӑшнӑ. Халӗ вара йӑлтах урӑхла. Пуринчен ытла Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑйне ҫӗнӗ элтепер тени тӗлӗнтерчӗ Саврӑш-паттӑра. Анчах нимӗн тума та ҫук, Ылттӑнпик патша таврӑнасса кӗтесех пулать. Ун чухне вара пурте хӑй вырӑнне ларать. Ҫапла шухӑшласа, паттӑр ҫарпуҫӗ хӑйне лӑплантарчӗ те килнелле утрӗ.

Анчах килӗнче те канӑҫ тупаймарӗ Саврӑш-паттӑр. Каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ. Саврӑш-паттӑр килӗнче пурте ҫывӑрма хатӗрленетчӗҫ. Хапхаран килсе шаккарӗҫ. Кусем шӑп та лӑп кӑнтӑрла Парӑҫ-Пӑрӑнтай патӗнче пулнӑ Панчӑк хулинчен килнӗ кӑпчаксен элчисем пулчӗҫ.
— О-о, Саврӑш-паттӑр! — терӗҫ вӗсем, пӗтӗм тӗнче пӗлекен ҫарпуҫне курсан. — Тӗлӗннипе, аптранипе сан патна килес терӗмӗр-ха. Мӗнле-ха вара? Эпир пӑлхарсем патне ҫав тискер тутар-монголсене хирӗҫ пӗрле кӗрешесси пирки калаҫма килетпӗр. Пире темӗнле хӑйне "ҫӗнӗ элтепер" текен Парӑҫ-Пӑрӑнтай ӳкӗтлесех тутар-монголсемпе ҫапӑҫмастпӑр, вӗсемпе ӗмӗрлӗх килӗщӳ тӑватпӑр тесе тӗлӗнтерет. Тутар-монголсем пирӗн халӑхсем валли мӗнле пысӑк хӑрушлӑх пулнине пӗлмест-им вара вӑл?.. Мӗншӗн пирӗн этем ӗретлӗ каласа-ӑнлантарса парас тенӗ сӑмахсене йьшӑнмасть вӑл? Никам та ҫакна каласа ӑнлантараймасть!.. Атя, эсӗ те пулин пире мӗн пулса иртнине кӑштах та пулин ӑнлантар-ха..
Ку сӑмахсене илтсессӗн, Саврӑш-паттӑр хӑй те питӗ тӗлӗннине каларӗ:
— Тутар-монголсемпе эпир виҫӗ хутчен вӑрҫӑ вӑрҫрӑмӑр, — терӗ вӑл. — Виҫӗ хутчен вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр. Пӗлетӗп, весем кунпа кӑна лӑпланса лармаҫҫӗ. Вӗсем пӗтӗм тӗнчене ҫӗнсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсене хирӗҫ тӑмасан, вӗсем чӑнах та пӗтӗм тӗнчене ҫӗмӗрсе ишме хатӗр. Ылттӑнпик патша ҫакна питӗ лайӑх пӗлет. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл, тамӑрсем тупас тесе, вырӑс кӳршӗсем патне тухса кайрӗ. Вӗсемпе калаҫса татӑлса, вӗсемпе пӗрле тутар-монголсене хирӗҫ кӗрешес тесе.
— Пире вара мӗншӗн тамӑр тӑвасшӑн мар? — тӗлӗнчӗҫ хӑнасем.
— Ку вӑл, капла калани, тӗрӗс мар! — тарӑхрӗ Саврӑш-паттӑр. — Пирӗн тутар-монголсене хирӗҫ тӑма пултаракан мӗнпур вӑйсене пӗрлештермелле! Эсир ҫав ӗҫпе килнине ырламалла!..
— Апла нимӗн те ӑнланмастпӑр, — пушшех те тӗлӗнчӗҫ килнӗ ҫынсем. — Эсӗ апла калатӑн. Парӑҫ-Пӑрӑнтай пачах урӑхла калать. Вӑл тата хӑйне ҫӗнӗ элтепер тет.
— Нимӗнле ҫӗнӗ элтепер те мар вӑл! — тарӑхрӗ Саврӑш-паттӑр. — Акӑ, часах Ылттӑнпик таврӑнать, пӗтӗмпех урӑхла пулать!
— Вӑл таврӑниччен пӗтӗм тӗнчене тепӗр майлӑ ҫавӑрса хумаҫҫӗ пулсан, — терӗҫ аптранӑ енне вара аякран килнӗ элчӗсем.

* * * <<
Тепӗр кунне Саврӑш-паттӑр ир-ирех вӑранчӗ те кӑштах апат ҫинӗ хыҫҫӑн вӑрҫа кайма хатӗрленнӗ пек тумланма тытӑнчӗ.
— Мӗн пулнӑ? Ӑҫта каян? — тӗлӗнчӗ арӑмӗ, ытарайми вырӑс пики Любава.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтайпа калаҫмалла-ха, — ӑнлантарчӗ Саврӑш-паттӑр.
— Унпа калаҫма тесен вара мӗншӗн вӑрҫа кайнӑ чухнехи пек тумланмалла-ха? — тӗлӗнчӗ арӑмӗ.
— Юрӗ, ку вӑл сан ӗҫ мар, — хӑй патӗнчен хӑваларӗ Саврӑш-паттӑр арӑмне. — Пурне те пӗлмесен те юрать санӑн!
— Ах-тур, кун пек калаҫакан марччӗ-ҫке эсӗ! — пушшех те тӗлӗнчӗ арӑмӗ. — Темӗскер усал ӗҫ тума шутламастӑн пулӗ те эсӗ?
Нимӗн те хуравламарӗ Саврӑш-паттӑр, алӑка шалтлаттарса хупрӗ те урама тухрӗ.
Таврара ҫурхи ҫанталӑк тӑрать. "Ылттӑнпикӗн таврӑнма та вахат ӗнтӗ", — шухӑшларӗ Саврӑш-паттӑр Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫурчӗ еннелле утнӑ май.
Кунта вара ӗнерхи пек калаҫу ҫеҫ пулчӗ. Теккерсем ӑна кӗртмерӗҫ: "Ҫӗнӗ элтепер кӗртме хушман!"
— Ун патне лекес тесен вара мӗн тумалла? — тӗлӗнчӗ Савраш-паттӑр. — Ертелее чӗнӗр!
Теккерсем ертелее чӗнсе кӑларчӗҫ. Анчах вӑл та Саврӑш-паттӑра Парӑҫ-Пӑрӑнтай патне кӗртмерӗ:
— Кайса ыйтам-ха, — терӗ. Кайрӗ те часах таврӑнчӗ.
— Пирӗн ҫӗнӗ элтепер канать, — терӗ. — Паян унпа тӗл пулса калаҫма май ҫук. Ыран кил, Саврӑш-паттӑр!
— Ыран манӑн вӑхӑт пулмасть! — тарӑхрӗ ҫарпуҫӗ.
— Апла эпӗ нимӗнпе те сана пулӑшма пултараймастӑп, — ик аллине икӗ еннелле сарчӗ ертелей. — Эпӗ ҫӗнӗ элтепер мӗн хушнине ҫеҫ тӑватӑп.
— Ун вырӑнне мӗн тумаллине эпӗ пӗлетӗп! — аслати пек сассипе кӑшкӑрса ячӗ Саврӑш-паттӑр. Вал йывӑр вӗҫлӗ ҫивчӗ алтаспанне туртса кӑларчӗ те теккерсене хӑмсарчӗ. — Пӑрӑнӑр ҫул ҫинчен! Пурне те касса тӑкатӑп!..
Аптранӑ теккерсем икӗ еннелле пӑрӑнса тӑчӗҫ.
Ҫутӑ алтаспанне алӑра тытса, Саврӑш-паттӑр ҫурта кӗчӗ. Пӗрремӗш пӳлӗме кӗрсе, иккӗмӗш пӳлӗм патне ҫитрӗ кӑна, ун хыҫҫӑнах пыракан ертелей хыҫалти алӑкӑн тухса тӑракан пӗр пӗренине пӗтӗм вӑйпа пусрӗ. Ҫавӑнтах Саврӑш-паттӑр тӑракан тӗлти урай хӑмисем икӗ еннелле уҫӑлса кайрӗҫ.
Ахлатса та ӗлкӗреймерӗ ҫариуҫӗ, тӗпсӗр-мӗнсӗр хуп-хура шӑтӑка анса кайрӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-13 23:36:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2629 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем